Чӑваш чӗлхи
Европа Канашӗ Раҫҫее вырӑнти чӗлхесене тӗрев памалли икӗ инструмент пурри пирки аса илтернӗ. Кун пирки «Идель.Реалии» сайт пӗлтерет. Сӑмах Вырӑнти чӗлхесен е вак халӑхсен чӗлхисем пирки калакан Европа хартийӗ (ВЧВХЧПКЕХ) тата пӗчӗк халӑхсене хӳтте илесси пирки малтанлӑха тунӑ конвенци (ПХХИПМТК) пирки пырать. Иккӗмӗшне илес пулсан Раҫҫей унта хутшӑнассине ҫирӗплетнӗ. Пӗрремӗшне илсен Раҫҫей ӑна алӑ пуснӑ (2001.05.10), анчах хальхи вӑхӑтчен те ратификацилемен. ПХХИПМТК йышӑнӑвне Раҫҫейре мӗнле пурнӑҫлани пирки хальхи вӑхӑтра тишкерӳ пырать, унӑн пӗтӗмлетӗвне тепӗр ҫул пӗлтерӗҫ. Путин каланӑ сӑмахсене вара Европа канашӗ нимӗнле те хак паман. Вырӑнти халӑхсен чӗлхи пирки калакан конвенци тӑрӑх вӗренӳ системинче ытларах пая тӑван чӗлхепе вӗрентме, шкул умӗнхи учрежденинче тӑван чӗлхепе вӗренсе ӳсме май туса памалла. Вӑл хут тӑрӑх вӑтам пӗлӗве те тӑван чӗлхепе илме май туса памалла. Паллах, Раҫҫей Федерацийӗшӗн, ку чылай пункт нумай йывӑрлӑх кӑларса тӑратать, ҫавна пула ӑна вӑя кӗртесшӗн мар та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Виҫӗ кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта Хӗл Мучи пулнӑ. Кунта вӑл Аслӑ Устюгранах ҫитнӗ-мӗн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ. Раҫҫейри тӗп Хӗл Мучи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хайӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ иккен. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗршыври хуласене ҫул ҫӳреве тухнӑ. Чӑваш Енре вӑл Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра, «Шупашкар — Арена» пӑр керменӗнче тата «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче пулнӑ. Шурӑ сухала курма пухӑннисем тем пирки те пӗлме ӑнтӑлнӑ. Ҫав шутра: «Мӗнле чӗлхесем пӗлетӗр?» — текен те тупӑннӑ. - «Тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхе. Кайӑксемпе те вӗсен чӗлхипе калаҫатӑп. Чӑвашла хальлӗхе пӗлместӗп-ха, анчах вӗренме сӑмах паратӑп», — ҫырса кӑтартнӑ Тина Федорова корреспондент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫей халӑхӗсем Владимир Путин патне наци чӗлхисене вӗренме тивӗҫлисен йышне кӗртме чӗнсе каланӑЧӑваш чӗлхи
Тӗнче тетелӗнче Раҫҫей халӑхӗсен ятӗнчен ҫырнӑ ҫыру вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗнчи «За языки РФ» ушкӑнра пӗлтернӗ. Чӗнсе каланинче наци чӗлхисене хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш шая антарнине сивленӗ, вӗсене вӗренме тивӗҫлисен йышӗнче хӑварма ыйтнӑ. Ытти ҫырусенчи пекех кунта та Владимир Путин панӑ Пр-1710 №-лӗ хушу Конституцине те ытти саккунсене те хирӗҫленине аса илтернӗ, наци чӗлхине вӗренӳ системинчен кӑларни вӗсене ҫухалас патне илсе ҫитерме пултарни пирки пӗлтернӗ. Республикӑсенчи кашни патшалӑх чӗлхине пурне те вӗрентни халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетни пирки те асӑннӑ. Ҫырӑвӑн тулли варианчӗпе кунта паллашма пулать: docs.google.com/forms/d/e/1FAIpQLSelopoXbZsFOYpLaTahohT5_Jpyl9TK7aR9WQAHK-IxsgeDTQ/viewform. Унтах кашни ҫак ҫыру айӗнче алӑ пулма пултарать. Паянхи 14:00 сехет тӗлне пурӗ пӗр пин ытла ҫын алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Тӗп Ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта Владимир Путин патне яма хатӗрленӗ Уҫӑ ҫырӑва хӗрӳллӗ пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Тимӗр Тяпкин чӑваш чӗлхи паянхи кун йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнин сӑлтавне ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхине тимлӗх уйӑрманнинче курать. «Килте чӑвашла калаҫма пуҫланӑ хыҫҫӑн кӑна шкулсемпе ача пахчисенче чӑвашла вӗрентессине ыйтма пулать», — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Пётр Федотов пенсионер вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 400 пин ытла хӑйсен юнне тӑкни пирки каланӑ. Анчах, шел те, вӑрҫӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхине хӗсме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Алексей Бойков тӗрлӗ хутсене икӗ чӗлхепе йышӑнса пыма сӗннӗ, радиопа телекуравра чӑваш чӗлхин вӑхӑтне ӳстерме ыйтнӑ. Усӑллӑ сӗнӳсемпе ҫавӑн пекех Алексей Иванов-Сӗрмек, Эдуард Ушаков, Владимир Милютин, Альберт Егоров татат ыттисем тухса калаҫнӑ. Уҫӑ ҫырӑвӑн хатӗр варианчӗпе пирӗн сайтра паллашма пултаратӑр. | ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Пӗрремӗш ҫавра. Кам эс – Хӗвел ачи е лӑпӑр-лапӑр?..
«Тин вара ҫунса, ялкӑшса чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелӗ тухӗ те Чӑваш ҫӗрне, нумай асап курнӑ ҫӗре, хӑй ҫуттипе ачашласа, ҫутатса ярӗ!..» (Ҫеҫпӗл Мишши. Пирӗн вӑй, 1918). Совет Союзӗнче ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) пуҫланнӑранпа (1985 ҫултан) чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелӗ тӳпене хӑпарчӗ. 1987–1993 ҫулсенче Чӑвашӑн кӗтнӗ хӗвелӗ енне эпир, Ҫеҫпӗлӗмӗр калашле, Чӑваша юратса тапакан чӗреллисем, питпе ҫаврӑннӑччӗ, чӑвашлӑх ӑшшине, вӑйне туйнӑччӗ… «Чӑваш!.. / Ҫӗклен те ҫунатлан! / Куҫна тӗлле хӗвел ҫине» (Ҫеҫпӗл Мишши. Чӑваш! Чӑваш!.. 1921). «Вӑхӑт ҫитӗ, вӑхӑт пулӗ…» тенӗ Ҫеҫпӗл. Вӑхӑт иртсен (Мартин Хайдеггерла каласан, пур-ӑн-ӑ(ӗ)ҫ (бытие) пирки мансан – seinsvergessenheit) Чӑвашӑн кӗтнӗ хӗвелне эпир асӑрхами пултӑмӑр. Хӑнӑхрӑмӑр, йӗркеллӗ япала пек йышӑнтӑмӑр…. Чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелӗ ӗмӗрех тӳпере пулӗ терӗмӗр пулмалла… «Заставлять человека учить язык, который для него родным не является, так же недопустимо, как и снижать уровень и время преподавания русского в школах национальных республик РФ. | ||
Чӑваш чӗлхи
Француз писателӗн Антуан де Сент-Экзюперин «Пӗчӗк принц» аллегорилле юмах-повеҫне француз чӗлхинчен Юрий Артемьев профессор, паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ чӑвашла куҫарнине чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке ют ҫӗршыв ҫыннисене те кӑсӑклантарнӑ. Австрири Герхард Вольц кӗнекен 5—10 экземплярне туянас кӑмӑллине палӑртнӑ. «…Эпӗ ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллатӑп, «Маленький принц» кӗнеке питӗ килӗшет. Ман ӑна питӗ туянас килет», — ҫырнӑ Бельгире пурӑнакан Патрик Баерт. Кӗнекешӗн вӑл акӑлчанла, вырӑсла тата чӑвашла тав тунӑ. Испанири Хосеп Гонзалес Николас вӗренекенсемпе пӗрле Антуан де Сент-Экзюпери пултарулӑхне тӗпчет. Ҫавна май «Маленький принц» кӗнекене тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнине пухать. Испание 20 экземпляр ярса пама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Чӑвашсем миҫе таран шутлама пӗлнӗ? Ҫӗр таран-и, пин таран-и? Ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах пулнӑ-ши авалхи чӑвашсен?.. Авалхи халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесен, ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах та пулни курӑнать, вӑл — лах. Лах ҫын — ҫӗр пин ҫын. Лахтан — ҫӗр пин артан тӑракан ҫар. Лахтан пуҫлӑхӗ — лахпӳ. Лахпӳ арӑмӗ — лахпике.
Хушни. Лах сӑмаха шыраса чи малтан Ашмарин словарьне уҫса пӑхрӑм. Чӑн та пур, иккен, унашкал сӑмах пирӗн чӗлхере, анчах Юхма Мишши илсе кӑтартнисене курмарӑм. «Лах» — кулнине пӗлтерекенни пур (лах-лах) тата «пут» пӗлтерӗшли (кунта ӗнтӗ «лак» сӑмахпа вӑл пӗр). Тата хама валли «апшур», «выҫкӑн» сӑмахсен синонимне пӗлтӗм: «лахматти» (ку сӑмахӗ вара «лаххан» сӑмахран пулнӑ ӗнтӗ, нумай ҫиекен ҫыннӑн хырӑмне унпа танлаштарса каланӑ — «лахматти хырӑм»). Николай Ашмарин пухнӑ сӑмах пуххи туллиех мар тесе Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ ярӑмра тухнӑ кӗнекесене пӑхкаларӑм. | ||
Чӑваш чӗлхи
Питӗр хулинче те чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ. Кун пирки «Клуб чувашского языка Санкт-Петербург» (чӑв. Питӗрти чӑваш чӗлхи клубӗ) ушкӑнра ҫырса пӗлтернӗ. «Ырӑ кун пултӑр! Юн кун, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Хисеп ячӗ» темӑна малалла тӗпчӗпӗр! 18 сехет те 30 минутра пурне те Наци литературисен вулавӑшӗнче кӗтетпӗр, Гороховая урамӗ, 41-мӗш ҫурт. Тӗл пуличчен!» — тесе ҫырнӑ унта. Сӑмах май, Мускавра та чӑваш чӗлхи вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи курсӗ тӳлевсӗр тесе ҫырнӑ. Унта ҫырӑнас текенсене +79680799852 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗш занятие чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Вӗренӗве Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче (Пысӑк Ордынка урамӗ, 46-мӗш ҫурт, 1-мӗш строени). Ҫак хыпара Оксана Антонова пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Александр (Алпарух) Блинов Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем тӑван чӗлхемӗршӗн» страницӑра Алпарух (Александр) Блинов «хальхи тӑрӑмпа усӑ курса» Ашшӗ-амӑшӗсен тата вӗрентекенсен ассоциацине йӗркелеме сӗнет. «Халь пирӗн ҫӑмӑл мар самана, анчах та пурнӑҫри кашни пулӑм пире опыт пухтарать, вӗрентет е ҫӗнӗ майсем парать. Ҫавӑнпа паянхи лару-тӑру алӑ усмалли самант мар. Ку вӑл ҫӗнӗрен хамӑр чӗлхемӗр ҫине пӑхмалли, ӑна уйрӑмӑн хаклама пуҫламалли самант. Хальхи тапхӑр пирӗншӗн хӑйне евӗрлӗ Бородино, пире пӑрӑнма тивет пулсан та, парӑнма ниепле парӑнмалла мар», — тесе ҫырнӑ Алпарух. «Тумалли чи пӗрремӗш япала» — кил-йышӑмӑрта чӑвашла ытларах усӑ курма пуҫласси тесе шухӑшлать Александр Блинов. «Тепӗр питӗ кирлӗ япала — чӑваш чӗлхине ҫӗнӗлле вӗрентесси. Халь эпир грамматика меслечӗсемпе кӑна малалла каяймастпӑр ҫав, коммуникативлӑ меслетсемпе усӑ курмалли вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ», — иккӗленмест хастар. Чӑваш чӗлхипе усӑ курмалли «вырӑнсене»: клубсене, студисене, пӗрлехи чӑвашла мероприятисене йӗикелемеллине те палӑртнӑ вӑл. «Пирӗншēн, вӗрентекенсемшӗн, халь чӑваш чӗлхине интереслӗ вӗрентесси, ачасене кӑсӑклантарма вӗренесси, хамӑр тавракурӑма пуянлатасси пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Коми Республикинчи тӗп управленийӗ гражданла оборона памяткисене коми чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Хыпара «Контактра» халӑх тетелӗнче «За разноообразие языков в мире» (чӑв. Тӗнчери чӗлхесен нумай енлӗхӗшӗн) ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки ТАСС ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх ҫырнӑ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурне те пӗлме) сигнал пулсан мӗнле тытмаллине асӑрхаттарса ҫынсем валли ятарлӑ хутсем кӑларнӑ. Унта сывлӑш тревоги, хими тата радиаци хӑрушлӑхӗ сиксе тухсан, шыв илес чух епле тытмаллине коми ҫыннисене коми чӗлхипе ӑнлантарнӑ. Пӗрремӗш тиража Сыктывкар хулинче валеҫсе тухнӑ. Коми Республикинче те, ытти наци регионӗнчи евӗрех, патшалӑх чӗлхисем иккӗ: вырӑс тата вырӑнти чӗлхе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |